Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑваплӑ кӗтес (Митта Ваҫлейӗ)

Хула хӗрри улах. Сӗве йӑвашшӑн
Пахча ҫуммисемпе иртсе каять...
Ҫак лӑпкӑ кӗтесре тӑван чӑвашшӑн
Ҫуралнӑ ӗлӗк чух пӗр ҫамрӑк ят.

Ак ун кӗперӗ, вӑл юратнӑ вырӑн,
Ак вӑл час-час таяннӑ ват йӑмра.
Паян та вӑл кунта ҫӳрет пек ыррӑн,
Тӑрать пек сыввӑн умӑмра.

Ун лӑпкӑ куҫӗсем йӑл-йӑл тӑваҫҫӗ,
Ун сӑнӗнче – те хурлӑх, те телей...
«Мӗнле пурнан? Мӗнле ҫӗршыв хӑвачӗ?
Ман шӑллӑмсем нумай-и, Ваҫилей?» –

Тесе ыйтассӑн тӑрать пек поэтӑн
Шухӑшӑмра ҫӗкленнӗ ӗмӗлки...
– Аван, манми тете. Аван, – теетӗп. –
Сывлать чӑвашӑмӑр, сывлать чӗлхи.

Ҫак пирӗн ӳсӗмри чӑваш этемӗ
Иртме шанать чӑн пурнӑҫ тӗпелне.
Ҫитет пире, ҫитет – тертленнӗ,
Лаххан таврашӗнче ҫитет-тӗр йӗпенме!

Чӑвашӑн ӑнсӑртран сывалнӑ куҫӗ
Культура кил-ҫуртне пӑхса илет.
Телейлӗх тупсӑмне хӑех вӑл уҫӗ,
Хӑех туянӗ хӑй валли тивлет.

Эх, Константин! Пирӗнпеле пулсамччӗ.
Пулсамччӗ кӗрекере илем пур чух...
Анчах мӗскершӗн-ши нимле асамҫӑн
Сан ыйхуна сирме хӑвачӗ ҫук?..



 
Категорисем: Митта Ваҫлейӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-07 21:13:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3664 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем